Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл 8-мӗш хут йӗркеленнӗ.
Кӑҫал унта 16 пике хутшӑннӑ. Малтан конкурсҫӑсене ЧНК президенчӗ Николай Угаслов саламланӑ, унтан ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, пӗлтӗрхи конкурс ҫӗнтерӳҫи Алиса Чайникова сӑмах илнӗ.
Пӗрремӗш конкурсра пикесем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем куракансене хӑйсене сцена ҫинче хӑюллӑн тытма пӗлнипе, ҫепӗҫ чӗлхипе тыткӑнланӑ. Тепӗр конкурсра пикесем анлӑ тавракурӑмлӑ пулнипе тӗлӗнтернӗ. Хӗрсем республикӑри хула ячӗсене те, чӑваш гимнӗн авторӗсене те, чӑваш театрне кам пуҫарнине те, чӑвашсен ӗлӗкхи календарьне те пӗлнӗ. Тӗрӗссипе, ыйтусем йывӑрах та пулман. Ҫапах такӑнакан та тупӑннӑ. Пӗр пике «ӑраскал» сӑмах пӗлтерӗшне пӗлеймен, тепри чӑвашсен этнографи ушкӑнӗсене калайман.
Пултарулӑх конкурсӗнче пикесем чӑваш ташшине те, тангӑна та ташланӑ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Акӑ Трак тӑрӑхӗнчен килнӗ Мария Козлова «Илеймӗн телее укҫа парса» сӑвӑ вуланӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Зоя Михайлова Хусанкайӑн «Таня» поэмин сыпӑкне пӑхмасӑр каланӑ.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Красноармейски шкулӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ.
Унта Красноармейски районӗн шкулӗсенчи 7–10 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Тӑхӑр шкултан пуҫтарӑннӑ 24 вӗренекен хӑйсен сӑвӑ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Юратнӑ поэтӑмӑра чысласа ирттерекен уява районти вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ И.М.Федорова уҫрӗ. Вӑл ачасене уяв ячӗпе саламларӗ, конкурсӑн тӗллевӗпе, кун йӗркипе паллаштарчӗ. Кун йӗрки вара чӑннипех те пуян пулчӗ. Чи малтанах асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен З.П.Михайлова «Ҫеҫпӗл Мишши ачалӑхӗ, шухӑш-ӗмӗчӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, пултарулӑхӗ» ятлӑ мультимедилле презентаципе паллаштарчӗ, сӑвӑҫ ачалӑхӗнчи хӑш-пӗр интереслӗ самантсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ун хыҫҫӑн поэтӑн Теччӗре тата Шупашкарта пурӑннӑ тапхӑрӗсене Упи шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ В,В.Васильева ҫутатса пачӗ. Ун сӑмахӗсене Упи шкулӗн вӗрентекенӗсем инсценировка кӑтартса ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишшин Крымри тата Украинӑри пурнӑҫӗпе Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхи, обществознани, право, экономика предмечӗсене вӗрентекен В.
Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Красноармейски районӗнчи краеведени музейӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа «Асамлӑ тӗрӗ-ҫӗвӗ тӗнчинче ӑсталаннӑ Трак ен ҫи-пуҫӗ» темӑпа ал ӑстисен куравӗ уҫӑлчӗ. Чаплӑ курав тесен те йӑнӑш пулмӗ. Курава тӑратнӑ кашни экспонат куҫа илӗртет, чунра ырӑ туйӑм ҫуратать. Курса киленме те, пӑхса тӑранма та май ҫук. Асатте-асаннесен авалхи ҫи-пуҫӗнчен пуҫласа паянхи илемлӗ тумтир таранах паллашма пулать унта. Ҫавсене йӑлтах халӑх алли ӑсталанӑ, тӗрлӗрен тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ. Мӗн чухлӗ ӑсталӑх, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, чӑтӑмлӑх, хастарлӑх, ыркӑмӑллӑх, чунлӑх палӑрса тӑрать ҫав япаласенче. Кашни япали – пысӑк пуянлӑх. Харпӑр хӑй илемлетсе ӑсталанӑ ӗҫсене нимӗнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вӗсене ӑшӑ куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунӑ. Ҫавӑнпа илемлӗ те вӗсем, ҫавӑнпа чуна тыткӑнлаҫҫӗ те.
Музей ӗҫченӗ Валентина Аркадьевна Тихонова Трак енри ал ӑстисемпе калаҫса, кашни япалишӗн яваплӑха хӑй ҫине илсе ҫак курава йӗркелеме пултарнӑ. Экспонатсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ вӑл: эстетика тӗлӗшӗнчен те паха, содержани енчен те пуян.
Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи Виталий Петров урамне кӗрлӗ-ҫурлӑ ҫанталӑкра кӗрсе тухасси хӗн пулнӑ. Ҫак уйӑхӑн пӗр кунӗнче унта пурӑнакансем кар тӑрса урама хӑтлӑх кӗртме тухнӑ. Вӗсем никама шанмасӑр хӑйсен вӑйӗпе урама тирпейленӗ, машинӑпа кӗрсе тухмалла тунӑ.
Роберт Николаев тата Владимир Афанасьев хӑйсен машинисемпе ваннӑ кирпӗч кӳрсе килнӗ. Владимир, Галина тата Дмитрий Никифоровсем, Дмитрий Ришко, Сергей тата Маргарита Александровсем, Вадим Гурьев, Александр тата Владимир Петровсем, Александр Христофоров, Николай Николаев ҫула тикӗсленӗ.
Сӑнсем (8)
Юпан 17-мӗшӗнче каҫхине пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑ май электролинисем пӑрланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте татӑлнӑ. Ҫавна май Чӑваш Енри темиҫе муниципалитет электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Электричество Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче сӳннӗ. Юпан 18-мӗшӗнчи кӑнтӑрла тӗлне Элӗк, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ҫеҫ электричество пулман. Унти 47 ялта 4036 ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫав йыша виҫӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи кӗнӗ.
Авари пулнӑ вырӑнсенче Инкеклӗ лару-тӑру тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ.
Шӑматкун, юпан 18-мӗшӗнче, Раҫҫейри парламентаризм 110 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисемпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче Яков Абрамов палӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Яков Абрамович — Раҫҫей Империйӗн Патшалӑх Думин депутачӗ.
Вӑл 1873 ҫулта Упи ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, ялти чиркӳ прихучӗн шкулне пӗтернӗ. 1906 ҫулта ӑна Патшалӑх Думин депутатне суйланӑ. Ҫав ҫулах вӑл Хусанта йӗркеленнӗ чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн «Хыпарӑн» корреспонденчӗ пулнӑ.
2011 ҫулта, Раҫҫейри парламентаризм 105 ҫул тултарнӑ чухне, Патшалӑх Думин пӗрремӗш чӑваш депутачӗн тӑван тӑрӑхне виҫӗ депутат — Алла Кузьмина, Вера Лекарева, Анатолий Аксаков килнӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Яков Абрамов палӑкне лартас шухӑш ҫуралнӑ. Кӑштахран Упире унӑн палӑкне лартма, унӑн ячӗпе ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркелеме йышӑннӑ.
Чӑвашсем ӗлӗк хӑйсен йӑли-йӗркине тытса пынӑ. Кӗркунне ӗҫсем вӗҫленсен халӑх Кӗр сӑрине уявланӑ. Шел те, ку уява халӗ чылайӑшӗ аса илмест.
Красноармейски районӗнчи Алманчри культура аталанӑвӗн центрӗнче вара ӑна театрализацилесе кӑтартнӑ. Кӗр сӑрине курмашкӑн ваттисем те, ҫамрӑккисем те пухӑннӑ.
Сцена ҫинче культура ҫурчӗн, вулавӑш ӗҫченӗсем, «Мерчен» тата «Алманч кукамайӗсем» фольклор пӗрлешӗвӗсем тухнӑ.
Уява чӑвашсен авалхи «Алран кайми аки-сухи» юрӑпа пуҫланӑ. Кӗр сӑрине сцена ҫинче кӑтартнӑ, ун хыҫҫӑн артистсем халӑх патне аннӑ. Ҫапла майпа сӑра тата ҫӗнӗ тыр-пул уявне халӑх та хутшӑнма пултарнӑ.
Сӑнсем (16)
Красноармейски районӗнчи типҫырмасен Мӑн Шетмӗ юханшыв урлӑ каҫасси чӗр нуша пулнӑ. Тахҫанхи кӗпер ҫӗрсе пӗтнӗ, юрӑхсӑра тухнӑ. Пӗр хушӑ ял ҫыннисем шыв-шурта ҫӗтӗк кӗпер урлӑ каҫса ҫӳренӗ.
Тинех вӗсем патне савӑнӑҫ ҫитнӗ. Халӑх тӑрӑшнипе нумаях пулмасть ҫӗнӗ кӗпер хута кайнӑ. Уйрӑмах ҫак ӗҫре Геннадий Сверчков, Влас Дмитриев, Виктор Владимиров, Гаврил Михайлов, Виктор Тимофеев, Виктор Николаев, Владимир Сверчков, Рена Маркова тата ыттисем палӑрнӑ.
Кӗпере юпан 7-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева хутшӑннӑ.
Уявра Типҫырма ҫыннисем кӗпер урлӑ каҫнӑ. Культура ӗҫченӗсем халӑха юрӑпа савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (34)
Ҫӗмӗрле районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче асӑннӑ ятлӑ ялсен уявне йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ уява республикӑри ҫавӑн ятлӑ мӗнпур уява пухасса шанаҫҫӗ. Хальлӗхе унта ҫитейменнисем те пулнӑ иккен-ха. Муркаш тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи ҫавӑн ятлӑ ялсем унта хутшӑнмасӑр юлнӑ. Анчах килес фестивале вӗсем хутшӑнас кӑмӑллине пӗлтернӗ иккен.
Иван Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» таврапӗлӳ словарьне тишкерсен Вӑрманкасси ятлӑ ялсем Чӑвашра — 13. Красноармейски тата Муркаш районӗсенче ҫавӑн ятлисем виҫшер, Шупашкар районӗнче — иккӗ, Элӗк, Вӑрнар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗрпӳ районӗсенче — пӗрер. Вӑрман тата Вӑрманкас сӑмахпа пуҫланакан ялсем те пур. Вӗсем — тӑватшар.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн васкавлӑ медпулӑшу паркне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне 39 урапа Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗччӗ. Вӗсене хыснари укҫапа туянмаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ ҫӗнӗ урапасен уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Канаш, Тӑвай районӗсенче, Канаш хулинче ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, вӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров автомобильсем сахал ҫӗмӗрӗлнине, вырӑна 20 минутра ҫитнине палӑртнӑ. «Пӑкӑсем» пулнӑ чухне ҫеҫ кӑшт кая юлаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ урапасем хӑтлӑ, ӑшӑ. Вӗсене кондиционерсемпе тата сигнал тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ автомобилӗсене Ҫӗмӗрлене тата Улатӑра яма палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |